Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Вырӑна следовательсем, полицейскисем, тухтӑрсем килнӗ. Судмедэкспертсем те пынӑ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, ватӑ хӗрарӑм уҫӑлма тухнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл 80 ҫулсенчи пек курӑнать.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Ку инкек Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 25-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ патӗнче пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 23 ҫулта пулнӑ, вӑл 11 хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хӗр мӗнле майпа ӳкнине тӗпчет.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗ, Пыл сӑпасӗ, Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑмшӑн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫак кун унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
18 сехет те 40 минутра иртен-ҫӳрен хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 20-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм выртнине асӑрханӑ. Малтанах вӑл сывланӑ-ха.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Унта реанимаци пулнӑ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тепӗр кунхине унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Следстви комитечӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын 30-ти пӗлӗшӗ хӗрарӑмӗпе хирӗҫнӗ те ӑна тавӑрма шут тытнӑ. Вӑл мунча пӑлтӑрне бензин сапса шӑрпӑк чӗртнӗ. Ҫурт ҫийенчех ҫунма тытӑннӑ.
Шалта пӗлӗшӗ пулнӑ. Вӑл пиҫсе кайнӑ, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑн чухнех вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чаваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.
Етӗрне хулинчи общежитире икӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 39-та тата 54 ҫулта пулнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак ӗҫе 52 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Вӑл – вӗсен пӗлӗшӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурлан 5-мӗшӗнче вӗсем общежитире пурте пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан хирӗҫсе кайнӑ. 52-ри арҫын пӗлӗшӗсене хӗненӗ, мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Лешсем вилнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ. Халӗ вӑл мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, общежитире, пурӑнакансем кӳрши пӳлӗмӗнчен пӗр эрне тухманнине сиснӗ. Кӑштахран коридорта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑтма ҫук шӑршӑ пулнӑран полицие чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӳлӗме чӳречерен кӗнӗ. Чӑнах та, унта пурӑннӑ арҫын вилнӗ, пӳлӗмре темиҫе кун выртнӑран шӑршӑ та тухнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
«Виле темиҫе кун выртнӑ. Ӑна илсе тухрӗҫ, питӗ вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет. Пӗччен пурӑнакан тӑвансем пур тӑк вӗсен пурнӑҫӗпе тӑтӑшрах кӑсӑкланӑр тархасшӑн», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехет ҫурӑра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче 64 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе Мускав облаҫӗнчен килнӗ 47 ҫулти хӗрарӑм тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 47-ри хӗрарӑм тӑван мар ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл ӑна графинпа пуҫӗнчен 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Ҫакна вӑл мӗншӗн тунӑ? Следстви версийӗ тӑрӑх, хӗрарӑм арҫынна тӑван хӗрӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ.
Арҫын ҫавӑн чухнех вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ.
Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.
Канаш тӑрӑхӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 16 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Ведомство следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Каччӑ тусӗсемпе пӗрле Канашри Симӗс урам ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Вӑл шыва кӗрсен чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: каччӑ ишме пӗлмен, юнашар аслисем пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнче ӗҫлекен арҫын ток ҫапнипе вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 23 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра 51 ҫулти арҫын предприятири контакт линине юсанӑ. Ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын ҫав самантрах вилнӗ.
Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑннӑ-и? Ҫакна палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |